Чӑваш Енри 21 районтан хӑшӗсем ҫынсем эрех сахал ӗҫнипе палӑрса тӑнине пӗлес килет-и? «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта республикӑри районсен урӑ паспортне хатӗрленӗ.
Красноармейски тата Комсомольски районӗсенче пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑрапа ытлах туслӑ мар иккен. Канаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче тӗпленнӗ халӑх вара пачах урӑхла – чылайӑшӗ «ҫуттипе» туслӑ-мӗн.
Танлаштарӑма юлашки виҫӗ ҫулти кӑтартусене шута илсе хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӗве Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗнче пӗлтернӗ. Ӑна шӑпах урӑ куна халалланӑ (авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ). Статистикӑна хатӗрленӗ тухтӑрсен команди ҫакӑ вырӑнти тата республикӑри влаҫа ӗнсе хыҫамалли сӑлтав тесе шухӑшлать.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Канаш районӗнчи Шаккӑлта пурӑнакан 52-ри арҫын пӗр каҫра пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 30 минут тӗлӗнче, тухнӑ. Ҫӗр хута вут-ҫулӑм алхаснине асӑрханисем пушар хуралӗн ӗҫченӗсене систернӗ.
Шел те, кил хуҫин йывӑҫ пӳртне хӗрлӗ автан тӗп тумаллипех тӗп тунӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кил хуҫин хуралтисене ҫеҫ ҫӑлса ӗлкӗрнӗ.
Инкек тухнӑ каҫ кил хуҫи килте пулман. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ ҫутӑпа асӑрханмасӑр усӑ курнипе е юсавсӑр кӑмака хутнипе ҫыхӑнкалать те, Шаккӑлтин сӑлтавӗ урӑх тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрте такам юри чӗртсе янӑ.
Чӑаш Енри пушарсенче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 80 миллион тенке яхӑнлӑх пурлӑх вутпа кӗлленнӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмаша ҫинӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмеллех наркӑмӑшланман.
Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 3 ҫулти арҫын ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑша тупнӑ. Ачасемшӗн йӑлтах интереслӗ вӗт, ҫыртса пӑхмалла. Хайхискер эмел евӗр ҫаврака наркӑмӑша тутанса пӑхнӑ.
Ытларах чухне пӗчӗккисем аслисем ҫук чухне шар кураҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫав самантра ҫумра аслисем пулман. Арҫын ачана Канаш районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ.
Тепӗр хутчен аса илтерер: ачасемпе тимлӗ пулмалла, вӗсене асӑрхасах тӑмалла.
Канаш районӗнчи Катек ялӗнче пурӑнакан ветеран 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Евдоким Егорович Егоров хӑнасене сӗтел хушшине пухнӑ.
Юбиляра тӳре-шара, журналистсем саламланӑ, чечек ҫыххисем парнеленӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин та юбиляр патне саламлӑ ҫыру янӑ. Вырӑнти артистсем вара чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Евдоким Егорович 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 14 ҫултанпа чукун ҫул ҫинче ӗҫленӗ. Кайран ӑна ҫара илнӗ, Хабаровск крайӗнче Амур юханшывӗ ҫинче туннель тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӑл 1948 ҫулта киле таврӑннӑ. Евдоки Егорович мӑшӑрӗпе пӗрле 4 ача ҫуратса воспитани панӑ. Вӗсен 6 мӑнук, вӗсен 5 ачи пур.
Чӑвашла калаҫнӑшӑн пӑтӑрмах сиксе тухни сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумай ҫул хушши Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Валентина Никитина тӑван ялне таврӑннӑ чухне транспортра пӗрле лартса пыракан пӗр хӗрарӑм ӑна телефонпа тӑван чӗлхепе калаҫнӑшӑн ятлама пикеннӗ, автобус водителӗ вара вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварассипе хӑратнӑ.
Иртнӗ эрнекун Ямаш хӗрӗ Валентина «Канаш автовокзалӗ» акционерлӑ обществӑна ҫыру ҫитернӗ — асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн унашкал тискер япаласем сиксе тухасран тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ыйтнӑ. Ҫыру копине вӑл пирӗн редакцине ҫитерчӗ. Заявленинче Валентина чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулнине, ӑна пирӗн патшалӑх — Чӑваш Республики — хӳтӗлени пирки асӑрхаса каланӑ. Хуравне те вӗсенчен чӑвашла кӗтет.
Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ те автовокзалтан комментари кӗтет, хальлӗхе вӗсенчен хурав ҫитеймен-ха. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни пирки эпир сӑнасах тӑрӑпӑр.
«Канаш» – «Ямаш» маршрут ҫинче чӑвашла калаҫнӑшӑн ятлани пирки, ҫавӑншӑнах вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварнипе хӑратни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку пӑтӑрмах Ямаш хӗрӗпе Валентина Никитинӑпа утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.
Фейсбукра ҫакӑн пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ харкашу чӑваш чӗлхи пирки мар, ытла хытӑ калаҫнинчен пуҫланнӑ пуль тесе иккеленнӗ. Ӗнер вара Валентина ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки хӑй каласа панӑ. Хӗрарӑма та, водителе те чӑвашла калаҫниех килӗшмен иккен. Руль умӗнче ларакан ҫын Ямаш хӗрӗ тӑван чӗлхепе ан пуплетӗр тесе автобуса та чарнӑ. Телефона сӳнтерсен кӑна транспорта хускатса малалла ҫула тухнӑ.
Лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ май Валентина хӑй Мускавра нумай ҫул пурӑннине, Раҫҫей тӗп хулинче те, чикӗ леш енче те чӑвашла калаҫни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна ниӑҫта та никам та кӳрентермен, тӑван чӗлхепе калаҫма чарман. Хальхи вӑхӑтра Валентина ҫак пӑтӑрмаха пуҫарнӑ ҫынсене явап тыттарас енӗпе ӗҫлет.
Чӑваш халӑх сайчӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ. Канаш автовокзалӗнчен эпир комментари ыйтса ярса, халлӗхе хурав ҫитеймен-ха.
Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 7 ҫулти хӗрача хреснамӑшӗ патӗнчен тухнӑ та килелле утнӑ. Ӑна ҫур ҫула ӑсатнӑ-ха, киле ҫитме нумай та юлман.
Хӗрачана хыҫалтан йытӑ тапӑннӑ, кӗлеткинчен ҫыртса юханшыв хӗрринелле сӗтӗрме пуҫланӑ. Юрать, ҫывӑхра арҫын ачасем пулнӑ. Вӗсем хӗрачана пулӑшнӑ, лешӗ вара тарма ӗлкӗрнӗ.
Ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрачана пульницӑна вырттарнӑ. Йытӑ ачана самаях ҫыртса пӗтернӗ. Ҫавна пула пӗчӗкскер туалета та икӗ кун каяйман, аппаратпа выртнӑ. Унӑн суран нумай. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула мӗнле кайӗ-ши?» - кулянса каланӑ амӑшӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем сунар йыттине пӗрремӗш хут салтса янӑ. Йытта яланлӑхах ҫывӑратса яма йышӑннӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |